Чикмĕ уесĕ ZzBb Kk P ROo w X67 W G l Nq FMm1s Tr
|
Чикмĕ уесĕ
|
Чикмĕ уесĕ — Хусан кĕперни йышĕнче 1727—1920 çулсенче пулнă администраци-территориллĕ виçе. Уес хули — Чикмĕ.
Тупмалли
- 1 Кун-çулĕ
- 2 Халăх йышĕ
- 3 Вулăсĕсем
- 4 Вуламалли
- 5 Асăрхавсем
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Чикмĕ уeсĕ Аслă Петĕрченхи тапхăрсенченех паллă пулнă. 1708 çулта уесе пăрахăçланă, Чикмĕ хулана Хусан кĕпернине хушнă. 1719 çулта, кĕпернесене провинцисене пайлана чухне Сĕве провинцине кĕртнĕ. 1727 çулта уесе Сĕве провинцинче чĕртнĕ. 1781 çулта Хусан кĕперниине Хусан наместничестви теме пуçланă, 1796 çулта ăна каллех кĕперни ята куçарнă.
1920 çулта Чикмĕ уесне пĕтерсе хунă, унăн территорине Мари АО Чикмĕ кантонне кĕртнĕ.
Халăх йышĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1897 çулхи халăх çыравĕпе уесре 105 633[1] çын пурăннă, çав шутра чăвашсем — 47,3 %, марисем — 36,3 %, вырăссем — 16,3 %. Уес хулинче — Чикмĕре — 5284 çын шутланнă.
Вулăсĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тутаркас вулăсĕ
- Шурча вулăсĕ
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ 1 тата 2 Демоскоп Weekly. Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г. Наличное население в губерниях, уездах, городах Российской Империи (без Финляндии). çăлкуçран архивланă 24 Çурла уйăхĕн 2011.
| Хусан кĕпернин уесĕсем | ||
|---|---|---|
Арча | Хусан | Чикмĕ | Лаиш | Маматăш | Сĕве | Сăпас | Теччĕ | Царёвококшайск | Çĕрпӳ | Шупашкар | Чистай | Етĕрне | ||